Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫавра уйӑх ҫинчи пике (Олег Зологин)

Ҫавра уйӑх ҫинчи пике
Йӑтса тӑрать ик витре.
Ӗмӗр-ӗмӗр хул пуҫҫине
Касса тӑрать кӗвенте.

Ҫӗр ҫинчи ялти пике те
Унран уйрӑлса тӑмасть:
Икӗ витре хушшинче ун
Пӗвӗ час-час авӑнать.

Хӗрарӑм — ҫӗр тӗвви,
Пӳрт ӑшши, кил хуҫи.

Ҫавра уйӑх ҫинчи пике
Пӗр пӗччен тӑрать ялан.
Тӗл пулайӗ-ши вӑл кӗтнине
Инҫетри сарӑ кун тӗнчине?

Пурнӑҫра та хӑш чух юмахри пек
Илӗртет сив илем инҫетри:
Савнӑ ҫын юнашар пулин те
Ҫав-ҫавах тус — пӗчченлӗх чури.

Хӗрарӑм — чун уҫҫи,
Тӗпсӗр ҫӑл, кун ҫути.

Ҫавра уйӑх ҫинчи пике —
Ҫӗр ҫинчен илнӗ тӗп сӑнар.
Тен ҫынсем асӑрхаччӑр тесе,
Туса панӑ пӑхма аякран?

Тем куҫа курӑнни — сӗнни ҫеҫ
Икӗ тулли витре телей?
Яланах санпала киленесчӗ
Ҫавра уйӑх ҫинчи пике.

Хӗрарӑм - пирӗшти,
Илемпи, чун савни.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-11 13:50:58 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2363 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем